Елчӗкре пурӑнакан София Павловӑн Ҫӗнӗ ҫулхи ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. Сусӑр хӗрача, ДЦПпа чирлӗскер, синтезатор пирки ӗмӗтленнӗ.
«Хӗл Мучи, Кӑҫал эпӗ хама лайӑх тытрӑм. Эпӗ чирлӗ, ҫавӑнпа хам ҫыраймастӑп, маншӑн анне ҫыру шӑрҫалать. Кӑҫал эпӗ хам тӗллӗн ларма тата кӑштах тӑма хӑнӑхрӑм. Мана синтезатор кирлӗ, вӑл пӳрнесене аталантарма пулӑшӗ. Тен, ҫитес ҫул вара хамах сан патна ҫыру ҫырӑп», — тенӗ София ҫырура.
Хӗрачан ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. «АВТОРЕГИОН» компани ун валли синтезатор туяннӑ. Антон Ким Хӗл Мучин парнине Софийӑна тыттарнӑ. Халӗ хӗрача сентезатор каласа пӳрнисене аталантарӗ.
Шупашкарти Республика лапамӗнче тӗп чӑшӑр тӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатма тытӑннӑ. Ӑна ҫутмашкӑн ятарласа флэшмоб ирттернӗ. Вӑл #MannequinChallenge стильпе иртнӗ.
Флэшмоба паян йӗркеленӗ. Унта ҫӗр-ҫӗр ҫын хутшӑннӑ. Чӑрӑша пӗр эрне каяллах лартнӑ, анчах ҫутман. Кӑҫал ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫутма шухӑшланӑ.
Мероприятие Хӗл Мучи те ҫитнӗ. Ачасем ӑна курсан питӗ савӑннӑ. Унпа пӗрле Юп Пике те ҫитнӗ. Мӗн пулса иртнине видео ӳкернӗ. Кайран ӑна тӗнче тетелне кӑларса хума шантарнӑ.
Флэшмоба акӑлчан юррипе ирттернӗ. Шел, чӑвашла юрӑ янӑраман. Эпир, чӑвашсем, Чӑваш Енре пурӑнатпӑр-ҫке…
Хӗл Мучи ачасен ҫырӑвӗсене йышӑнма тытӑннӑ. Ун патне 7–16 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хӗрлӗ тӳремре чыслӗҫ.
Пултарулӑх конкурсӗ чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл Мучие хӑйсен ӗмӗчӗ пирки пӗлтерме, ҫулталӑкра тунӑ ырӑ ӗҫсем ҫинчен пултараҫҫӗ. Конкурс икӗ номинаципе иртӗ: литература хайлавӗ (сӑвӑ, калав, юмах, эссе) тата Ҫӗнӗ ҫулхи открытка. Чи лайӑх ӗҫсене Шупашкар хулин музейне парӗҫ.
Чи лайӑх ӳкерчӗк салам открытки ҫинче пулӗ. Ӑна Шупашкарти почтӑсенче туянма май пулӗ. Ӗҫсене ҫак адреспа ямалла: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 2-мӗш ҫурт, Хӗл Мучие. Е Маяковский ячӗллӗ вулавӑша илсе килмелле.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ачасем Хӗл Мучи патне ҫыру ҫырма тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫак кунсенче Роскомнадзор Хӗл Мучи патне ҫыру ямалли 70 ытла сайта хупнӑ.
Вӗсене пурне те ҫырура ачасен ят-шывне, ӑҫта пурӑннине кӑтартнӑшӑн хупнӑ. Паянхи кун тӗлне унашкал 76 ресурса тупса палӑртнӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе йышӑну тӑвӗҫ.
Ведомство ачасене асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Хӗл Мучи патне ҫыру янӑ чухне хушамата, ята, ашшӗн ятне туллин палӑртмалла мар, ӑҫта пурӑннине тата хӑш шкулта вӗреннине те асӑнма юрамасть. «Хӗл Мучи пӗрре ҫеҫ. Вӑл сирӗн ят-шыва туллин ыйтмасть», — тенӗ Роскомнадзор ӗҫченӗсем.
Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Хӗллехи каникулта епле кантараҫҫӗ? Телее, кӑҫал раштавӑн 31-мӗшӗ шӑматкуна лекет. 30-мӗшӗнче ӗлеттереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫе тухмалла. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗ вырсарникуна лекнӗрен ӑна нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗ ҫине куҫӑрӗҫ.
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗшӗн, вӑл шӑматкуна лекет, ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кантараҫҫӗ. Ҫапла майпа Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн ҫынсем 9 кун канӗҫ.
Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн 25 метр ҫӳллӗш чӑрӑш лартсан чылайӑшӗ кӑмӑлсӑрланнӑ. Ара, ҫӗршывра кризис пырать, пирӗн вара 7 миллион тенке яхӑн парса елка туяннӑ. Ун ҫине пӑхсан чылайӑшӗн савӑнас мар, макӑрас килнӗ ахӑртнех.
Ҫак чӑрӑша туяннӑ организацие халӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Сумми пысӑках мар та — ҫапах 20 пин тенкӗ. Кун пирки Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ.
Чӑрӑша «Пултаруллӑ хула» АУ 6,6 миллион тенкӗпе туяннӑ. 4 миллион тенкине хула хыснинчен илнӗ, ытти — спонсортан. Кун тӗлӗшпе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ кӑсӑкланнӑ. Вӗсем ыйтнипе прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ вӑл. Ӑна юридици сӑпачӗн шайӗнче туяннӑ-мӗн. УФАС организаци директорне 20 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Тӗнче тетелӗнче ҫӗнӗ хыпарсене тишкернӗ май пӗри куҫ умне пулчӗ: «Шупашкарти тӗп чӑрӑша Авито сайтра сутаҫҫӗ». Ку чӑнах та мана кӑсӑклантарса ячӗ. Ҫав чӑрӑш пирки юлташсемпе унчченех калаҫнӑччӗ…
Тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче Республика тӳремӗнче ларнӑ елкӑна 6,5 миллион тенкӗпе сутассине палӑртнӑ. «7 миллион тенкӗпе илнӗ, 6,5-пе сутатӑп. Тепӗр ҫул ҫӗннине, хаклӑраххине, туянас тетпӗр, ҫавӑнпа кирлӗ мар», — тенӗ унта. Телефон номерне те кӑтартнӑ, анчах вӑл йӑнӑш. Хула администрацийӗ ку пӗлтерӗве ҫырман-мӗн. Такам, ахӑртнех, ҫапла шӳтлес тенӗ.
Хыпара сӳтсе явакан сахал мар тупӑннӑ. Пурте тенӗ пекех чӑрӑш хаклине, вӑл илемлех маррине палӑртнӑ. «Пире бюджетниксене укҫа парса татман. Хӑйсем 7 миллион тенкӗпе чӑрӑш туянса лараҫҫӗ», — тенӗ пӗри. «Ҫак конус евӗр япала симӗс пулнипе ҫеҫ чӑрӑша аса илтерет», — тенӗ тепри.
Тӗрӗссипе, тӗп чӑрӑш, 25 метр ҫӳллӗшскер, 7 миллион тенкӗ тӑнине пӗлсен хам та тӗлӗннӗччӗ. Апла вӑл ҫав тери хитре тесе шухӑшланӑччӗ. Анчах куртӑм та — кайса ӳкмеллех нимӗнле илем те ҫук. Хамӑн шухӑша палӑртам: ӑна мӗнлерех хитрелетни те кӑмӑла каймарӗ.
Шупашкарти тӳрленмелли шкул ачисем ҫак кунсенче шӑккалатпа сӑйланнӑ. Лавккаран туянман вӗсем ӑна, сумлӑ хӑна аллинчен тивӗҫнӗ.
Тӳрленмелли 2-мӗш шкула, Ашмарин урамӗнчине, йывӑр курупка йӑтса Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов килнӗ. Ку — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тата «Чӑвашпотребсоюзӑн» Ҫӗнӗ ҫулхи пӗрлехи проекчӗ. Раштав уйӑхӗнче райпо лавккисенче пылак ҫимӗҫ пухмашкӑн курупка лартнӑ. Ҫынсем шӑккалат туянса вӗсене курупкана хӑварнӑ. Ҫапла 11 пин шӑккалат пухма май килнӗ. Ку — 1 тоннӑна яхӑн.
Халӗ вӗсене шкулсемпе интернатсене илсе ҫитереҫҫӗ. Тӳрленмелли 2-мӗш шкулта 160 ача, вӗсенчен кашниех шӑккалата тивӗҫнӗ. Вӗсенчен 38-шӗ — сусӑр. Шӑпӑрлансем хӑнасем килнӗшӗн савӑннӑ, концерт лартнӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Хӗл Мучипе Юрпикесен парачӗ иртнӗ. Ҫак кун, ҫанталӑк ытлашши сивех пулмарӗ, анчах та Хӗл Мучи кунӗпех ҫил-тӑман ҫавӑрттарчӗ.
Мероприяти Хӗрлӗ Чутайри тӗп тӳремре вырнаҫтарнӑ Чӑрӑш тавра иртрӗ. Вӗсене саламлама район администрацийӗн ертӳҫи Александр Башкиров та тухнӑ.
Районти тӗрлӗ ялтан пуҫтарӑннӑ Хӗл Мучисемпе Юрпикесем ҫанталӑкпа тупӑшса тӗрлӗ ӑмӑртусенче савӑннӑ, вӑйӑ-кулӑ вылянӑ, илемлетнӗ чӑрӑш тавра юрӑсем юрласа ҫаврӑннӑ. Мероприятие курма халӑх та вӑйлӑ ҫил-тӑман алхаснине пӑхмасӑрах сахал мар пуҫтарӑннӑ, вӗсене вӑл кӑмӑла кайнӑ.
Канмалли кунсенче Чӑваш Енре 1 пине яхан мероприяти иртнӗ. Шупашкарта кӑна массӑллӑ мероприятисене 240 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Мӗнпе асра юлнӑ-ха ҫак 11 кун?
Кӑҫал «Асамлӑхӑн Ҫӗнӗ ҫулхи академийӗ» проекта пӗрремӗш хут пурнӑҫа кӗртнӗ. Унта 20 пине яхӑн ҫын ҫитсе курнӑ. Кӑҫал Хӗл Мучи резиденцийӗ рекорд лартнӑ. Каникулта унта 27 пин ҫын ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех «Чӑваш Енре канма вӑхӑт» акцие те пӗрремӗш хут йӗркеленӗ. Районсемпе хуласем те мероприятисем тӗлӗшпе пуян пулнӑ. Уйрӑмах Ҫӗнӗ Шупашкарта массӑллӑ мероприятисем ытларах иртнӗ.
Каникул пӑтӑрмахсемсӗр те иртмен. Ҫул-йӗр ҫинче аварисем пулнӑ, пушарсем алхаснӑ, ҫынсем шӑнса вилнӗ… Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Шупашкарти Шумилов урамӗнче пӑрӑх сиенленнӗ. Ҫавна май 10 пине яхӑн ҫын ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Аварие кӗске вӑхӑтрах ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |